Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем редис вӑррин хутаҫӗнче ҫумкурӑк – армути ҫулҫиллӗ амбрози – тупнӑ. Ҫавна май вӑрӑсене тӗп тума тивнӗ.
«Родос» сорта Шупашкара Мускавран кӳрсе килнӗ. Ведомство специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, амбрози тавралӑха, тӑпрана сиен кӳрет. Вӑл ӳсекен вырӑнта тӑрук тухӑҫ чакать. Уй-хирте ҫак ҫумкурӑк ытти ӳсен-тӑрана тӗп тӑвать, утӑ пахалӑхне чакарать. Вӑл ҫын сывлӑхӗшӗн те сиенлӗ: чечеке ларнӑ вӑхӑтра аллерги пуҫланма пултарать.
Ҫак ҫумкурӑк республикӑра ан сарӑлтӑр тесе Россельхознадзор ӗҫченӗсем редис вӑррине – пӗтӗмпе 337 хутаҫ – ҫунтарса янӑ.
Чӑваш Енре икӗ ҫул ӗнтӗ ӗне усракансене укҫан пулӑшнӑ. Кӑҫал та вӗсене тӗрев пама палӑртнӑ, анчах тӳлеве пурте илеймӗҫ.
Кӑҫал ӗнешӗн паракан субсидие хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен пек регистрациленнисем ҫеҫ илейӗҫ. Унӑн виҫи самаях пысӑк пулӗ: пӗр ӗне пуҫне 7-8 пин тенкӗ. Ӗне туянакансене те тӑкака 100 проценчӗпех саплаштарӗҫ. Анчах ӗнешӗн чӗрӗ укҫапа тӳлемелле мар.
Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен пек регистрациленнисене ҫӗр улми, пахча ҫимӗҫ лартса ӳстернипе, сӗт тата аш-какай туса илнипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене те саплаштарӗҫ. Техника туянакансен те тӑкака тавӑрма май пулӗ.
Вӑрмар районӗнчи «Зеленая долина» (чӑв. Симӗс айлӑм) потребитель кооперативне хыснаран грант мелӗпе пӗлтӗр 38 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Снабженипе сбыт тата тирпейлес енӗпе ӗҫлекен кооператив хӑй вӑхӑтӗнче ҫӑкӑр завочӗ пулнӑ Вӑрмарти комплекса грантпа усӑ курса тата хӑйӗн укҫине хушса туяннӑ. Халӗ унта сӗт завочӗ уҫасшӑн.
«Мӗнпур производство пӳлӗмне тӗплӗн юсаса ҫӗнетесшӗн те сӗт завочӗ уҫасшӑн. Эпир палӑртнӑ пек пулса пырсан ҫурла уйӑхӗнче ӑна ӗҫлеттерсе ямалла. Чӗр-тавара, ахӑртнех, хамӑр фермерсенчен тата, тен, урӑх районсенчен туянӑпӑр. Малтанхи вӑхӑтра 15-20 ҫынлӑх ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Кайран лимонад тата кӑлпасси туса кӑларакан цехсем уҫасшӑн», — шухӑш-ӗмӗчӗпе паллаштарнӑ кооператив директорӗ Сергей Михайлов кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хӑйсем патӗнче пулнӑ район администраци пуҫлӑхне Дмитрий Иванова.
Регионсем хушшинчи XIV «Ҫӗрулми–2022» курав пуш уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче иртӗ. Хӑйӗн вырӑнне вӑл яланхи пекех «Контур» суту-илӳпе курав комплексӗнче тупӗ.
Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерстви асӑннӑ курава хутшӑнма заявка йышӑнма тытӑннине пӗлтернӗ. Унта ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине, ҫавра сӗтелсене ирттерме, ҫавӑн пекех ҫӗрулми сорчӗсемпе паллаштарма тата вӗсене тутанса пӑхма май туса пама палӑртнӑ. Яланхи пекех курава килекенсем вӑрлӑхлӑх ҫӗрулмине туянма пултараҫҫӗ.
Ял хуҫалӑх министерстви «Ҫӗрулми» курав Раҫҫейре отрасльти пӗртен-пӗр ҫеҫ пулнине пӗлтерет. Вӑл 2009 ҫултанпа иртет.
Росприроднадзор инспекторӗсем Тӑвай районӗнче вырнаҫнӑ «Акконд-Агро» фирма ҫутҫанталӑка хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май агропредприятие йӗркене пӑхӑнса ӗҫлеме хушнӑ.
Инспекторсем палӑртнӑ тӑрӑх, «Акконд-Агро» каяш мӗн чухлӗ кӑларассине тата ӑна ӑҫта вырнаҫтарассине палӑртман иккен. Предприятин тавралӑха витӗм кӳресси ҫинчен деклараци те пулман. IV класлӑ хӑрушлӑх шутланакан каяшпа ӗҫеме шаннӑ ҫын вара ятарлӑ пӗлӳллӗ те пулман.
Ҫутҫанталӑка сыхлассипе ҫыхӑннӑ ҫак тата ытти хӑш-пӗр кӑлтӑка пӗтерме хушса Росприроднадзор инспекторӗсем хут шӑрҫаланӑ.
Агропромышленность комплексӗн ветеранӗсене хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Александр Краснов савӑнтарнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче пресс-службӑра тӑрӑшакан Надежда Осипова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Фермер ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнипе пӗрлех аслӑ шкулта экономика факультетӗнче вӗренет. Вӑл — «Агровыбор» нимеҫӗсен альянсӗн пайташӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫамрӑк фермер тата асӑннӑ альянсӑн ертӳҫи Надежда Сергеева 20 ветерана пӗрер михӗ ҫӗрулми валеҫсе панӑ. Ҫӗрулмине Патӑрьел районӗнче туса илнӗ.
«Александр Краснова пулӑшнӑшӑн питӗ пысӑк тав», – тенӗ, сӑмахран, Аркадий Багаутдинов. «Ҫӗрулми питӗ тутлӑ», — савӑнса тав тунӑ Клара Груздеван хӗрӗ Галина Ширыпкина.
Чӑваш Енре усӑ курман ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсем сахалланса пыраҫҫӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑ тӗле илсен, усӑ курман ҫӗрсен лаптӑкӗ 28 пин гектар пулнӑ, кӑҫал вӗсенчен 10 пин гектарне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.
Канаш, Комсомольски Красноармейски Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче усӑ курман ҫӗрсем ҫук.
Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес плана пурнӑҫланӑ районсен шутӗнче — Улатӑр, Патӑрьел, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне тата Тӑвай.
Иртрӗ чӑваш нацин конгресӗн тӑватӑ ҫулта пӗрре шавласа илекен Аслӑ Пуху кунӗ. Халлӗхе асрах-ха тӗлпулусем, калаҫусем. Паллах, ку пуху пирӗншӗн черетлӗ событи пуласса шаннӑччӗ. Пухӑва хатӗрлекеннисен ӑш пиҫрӗ пуль чупа-чупа… Ялтисем патнех хускатнӑ хумсем ҫитеймен, хӑш-пӗрисем ҫеҫ хӑрах хӑлхипе темӗскер илтнӗ пек, ЧНК мӗне пӗлтернине чылайӑшӗ маннӑ та.
Эпӗ хам ял музейӗсен ячӗпе делегата суйланнӑран самаях хӑшкӑлтӑм ҫак тапхӑрта: килнӗ хӑнасене кӑтартма «СССР музейӗн» выстӑвкине йӗркелерӗм, хам утарҫӑ пулнӑран чи тутлӑ чӑваш пылне те илсе килтӗм… Кӗтнӗ пекех чылайӑшӗ экспонатсем патне пырса тӗлӗнчӗҫ, савӑнчӗҫ. Анчах та пуҫлӑхсем ҫав кун чӑвашсемпе, Шупашкар хулипе ҫыхӑннӑ экспонатсене курми пулчӗҫ, иртсе кайрӗҫ ҫуммипе. Культура министрӗ те виҫӗ утӑм туса пырса пӑхмарӗ, интересленмерӗ, тӑрӑшакансене сӑмахпа та пулин йӑпатмарӗ.
Пӗр-ик кун маларах чӑвашсен, Виталий Петрович Станьял никӗсленӗ ваттисен канашӗн «халӑх хуралӗн» председательне мана суйларӗҫ. Килӗшме тиврӗ. Ҫак витӗме те вырӑна хурса ҫыратӑп та ҫак ҫырура курни-илтнине, хамӑн сӗнӳсене.
Паян Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсем професси уявне пуҫтарӑннӑ. Правительство ҫуртӗнче вӗсене республика Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чысланӑ.
«Кунта паян ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакан уйрӑмах тӑрӑшуллӑ, хӑйсен витӗмлӗ тӳпине хывнӑ (сирӗн пирки сирӗн ӗҫтешӗрсем тата коллективӑрсем, халӑх ҫапла шухӑшлать) ҫынсем пуҫтарӑннӑ», — ҫапларах палӑртса хӑварнӑ Элтепер.
Ял хуҫалӑхӗнче тата агропромышленноҫра ӗҫлекенсене вӑл уявпа саламланӑ.
Палӑртар: асӑннӑ отрасль ӗҫченӗсен професси кунне юпа уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче палӑртаҫҫӗ-ха. Анчах пирӗн патра ӑна уй-хирти ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Куславкка хулинче сыснасен Африка мурне тупса палӑртнӑ май карантин тесе йышӑннӑ. Документа республика ертӳҫи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен офциаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Шӑпах асӑннӑ кунран пуҫланнӑ та карантин тапхӑрӗ. Вӑл ятарлӑ йышӑну тӑвичченех тӑсӑлӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чир паллине Сарту облаҫӗнчен кӳрсе килнӗ какайра асӑрханӑ.
Африка мурӗллӗ аш Куславккари Шоссе урамӗнчи 9-мӗш ҫуртри 8-мӗш сивӗтмӗшре упраннӑ, унта выльӑх-чӗрлӗх какайне вакламалли пӳлӗмре, унти температурӑна тытса тӑракан камерӑра тытнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |